«Янташ» - А. Никитин композиторăн официаллă сайчĕ
Анатолий Никитин композиторăн тата «Янташ» ушкăнĕн концерчĕсене йĕркелемелли ыйтусемпе çыхăнмалли номер:
8-903-359-40-92
ЧĂВАШЛА   РУССКИЙ

  2018, 05, 28

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин сире пурне те «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерта...

Малалла вула...

  2017, 12, 14

Анатолийпе Надежда Никитинсем «Янташ» ушкӑн йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине паллӑ туса концерта йыхравлаҫҫӗ. «Эпир 25 ҫулта»...

Малалла вула...

«Янташ» на Одноклассниках!
  

Хыпарсем

  2018, 05, 28

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин сире пурне те «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерта йыхравлать! Унта «Янташ» шоу-ушкӑн та хутшӑнӗ. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчи пысӑк залта (Мускав проспекчӗ, 33) иртекен концертра сире ҪӖНӖ ПРОГРАММА кӗтет!

Ыйтса пӗлмелли тел.: 45-00-34 (Ҫамрӑксен театрӗ, касса), 8-903-359-40-92. Билетсене Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче, «Детский мир» суту-илӳ центрӗнче, тата уйрӑм ҫынсенчен туянма пулать. Пуҫламӑшӗ 18:30. Пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ!

Анатолий Никитин 1948 ҫулта июнӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районне кӗрекен Хирпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

  2017, 12, 14

Анатолийпе Надежда Никитинсем «Янташ» ушкӑн йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине паллӑ туса концерта йыхравлаҫҫӗ. «Эпир 25 ҫулта» ятлӑскер Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче раштавӑн 21-мӗшӗнче иртмелле. Сире унта 18:30 вӑхӑталла кӗтеҫҫӗ.

Концертра ҫӗнӗ юрӑсем те, халӑх кӑмӑлне кайнисем те янрӗҫ.

Билет хакӗ 400 тенкӗ. Туянас кӑмӑл пур пулсан Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменте, «Ача-пӑча тӗнчи» суту-илӳ ҫуртӗнче, «Меридиан» суту-илӳ центрӗнче туянма пулать. Уйрӑм ҫынсем те сутаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 608-609, 8-903-359-40-92.

  2016, 12, 08

Хисеплӗ куракансем! Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Анатолий Никитин композитор ЮТВ телеканалпа пӗрле сире пурне те раштавӑн 25-мӗшӗнче 18 сехетре «Салют» культура керменне «Юрла, чӑваш!» конкурс ҫӗнтерӳҫисен гала-концертне пырса курма йыхравлать! Программӑра «Янташ» ушкӑнпа пӗрле пултаруллӑ ҫамрӑк юрӑҫсем Анатолий Никитин композиторӑн ҫӗнӗ юррисене шӑрантараҫҫӗ, ҫавӑн пекех илемлӗ ташӑсем тата Ҫӗнӗ ҫул саламӗсем пулаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефонсем: 23-06-19, 8-903-359-40-92 тата 22-03-04.

Чун-чӗререн пурне те юратса кӗтетпӗр!

  2016, 08, 24

Янташсем — Пушкăртра! Кĕçех таврăнаççĕ! Инçетри чăвашсем петĕнче питĕ нумай концертсем пачĕç, савантарчĕç! Авăркас, Пишпÿлек, Ермеккей, Кăрмаскала, Чекмакуш тата Фёдоровка районсенче пулчĕç. Халăх вĕсене питĕ хапăл йышăнчĕ, уйрăмах Надежда Ивановна Никитинăна питĕ хытă кĕтни палăрчĕ. Надеждăпа Анатолий Никитинсен юрланине питĕ килĕштереççĕ иккен. Надежда Ивановна вĕсем патне çитсе малашне вĕсен кăмăлне тивĕçтерессе шанаççĕ.

Каласа хăварас пулать, июль вĕçĕнче Юламань ялĕнче Янташсем (ертÿçи — Анатолий Никитин композитор) «Уяв» фестивале те хутшăнчĕç, диплома тата хаклă парнесене тивĕçрĕç.

  2016, 02, 15

Мартӑн 26-мӗшӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем тата «Янташ» ушкӑн юбилей-концерта йыхравлаҫҫӗ. Пурне те 18 сехет ҫурӑна Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне чӗнеҫҫӗ.

Программӑра ҫӗнӗ юрӑсемпе перле халӑхра анлӑ сарӑлнӑ ташӑсемпе шӳтсем пулӗҫ.

  2016, 01, 14

Кӑрлачӑн 27-мешӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем тата «Янташ» ушкӑн ҫӗнӗ программӑпа пысӑк шоу-концерт ирттереҫҫӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Пурнете концерта пырса курма йыхравлаҫҫӗ.

  2015, 12, 19

Анатолийпе Надежда Никитинсем Ҫӗнӗ ҫул концертне йыхравлаҫҫӗ. Декабрӗн 24-мешӗнче вӑл «Салют» культура керменӗнче иртмелле. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.

Савӑнӑҫлӑ шоу-концертра сире, паллах, «Янташ» ушкӑн та хӑйен пултарулӑшӗпе савӑнтарӗ.

  2015, 12, 18

ЮТВ телеканалта Анатолийпе Надежда Никитинсемпе ӳкернӗ «Искусство ҫыннисем» передача кӑҫал ултӑ хут тухрӗ. Ҫак телекӑларӑма халалласа тата Литература ҫулталӑкне палӑртнӑ май раштавӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш филармони залӗнче пӗтӗмлетӳллӗ концерт пулӗ. Пысӑк шоу-концерта композитор кӗвӗленӗ юрӑсен сӑвӑ авторӗсем пухӑнӗҫ: Юхма Мишши, Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Галина Кӗмӗл, Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Николай Ишентей, Микула Мыскал, Нина Пӑрчӑкан, Елена Абрамова тата ыттисем. Концертра вӗсен сӑввисем ҫине хывнӑ юрӑсемпе Анатолийпе Надежда Никитинӑсем паллаштарӗҫ. Тата, паллах, «Янташ» ушкӑн та пулӗ.

Концерт 18:30 пуҫланӗ.

  2015, 05, 06

Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗренпе 70 ҫул тултарнӑ май «Салют» культура керменӗнче майӑн 6-мӗшӗнче Анатолийпе Надежда Никитинсем питӗ пысӑк шоу-концерт кӑтартаҫҫӗ.

Программӑра вӑрҫӑ тематикипе ҫыхӑннӑ юрӑсем те янрӗҫ. Унсӑр пуҫсӑр тата Анатолий Никитин композитор ҫырнӑ ҫӗнӗ хайлавсем те пулӗҫ.

Концерт яланхи пекех 18:30 пуҫланать. Билетсене «Детский мирта» тата «Салют» культура керменӗнче туянма пулать. Пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.

  2015, 04, 14

Ака уйӑхӗн (апрелӗн) 14-мӗшӗнче «Янташ» ушкӑнӗн черетлӗ концертчӗ пулмалла, Анатолийпе Надежда Никитинсем унта пурне те йыхравлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ программӑпа паллашас килсен сирӗн Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне ҫитмелле пулӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.

Программа чӑн та ҫӗнӗ пулӗ — унта эсир унччен илтнӗ-пӗлнӗ юрӑсемпе пӗрлех ҫӗннисем те пулӗҫ.

Трактор тăвакансен культура керменне 5, 8, 12, 15, 20, 23, 26 автобуссемпе; 1, 8, 15, 18 троллейбуссемпе тата маршруткăсемпе çитме пулать. Кермен Эгер бульварĕнчи 36-мĕш çуртра вырнаçнă.

Билетсене культура керменĕн кассинче, «Детский мир» лавккара тата билет салатакансенчен туянма май пур. Пурне те хапăл туса кĕтеççĕ.

  2014, 10, 13

Чӳк уйăхĕн (ноябрĕн) 25-мĕшĕнче Анатолийпе Надежда Никитинсем тепĕр çĕнĕ шоу хатĕрлеççĕ — хальхинче вăл Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртĕ. Пуçламăшĕ 18 сехет çурăра.

Питĕ пысăк шоура сире çĕнĕ программа кĕтет. Сирĕн умра «Янташ» ушкăн тата ытти паллă артистсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç.

Билетсене культура керменĕн кассинче, «Детский мир» лавккара тата билет салатакансенчен туянма май пур. Пурне те хапăл туса кĕтеççĕ.

  2014, 06, 03

Çĕртмен (июнĕн) 18-мĕшĕнче Анатолийпе Надежда Никитинсем Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменне чаплă концерт курма йыхравлаççĕ. Пуçламăшĕ, яланхи пекех, 18 сехет çурăра.

Концертра çĕнĕ «Янташ» ушкăнпа пĕрле ташăпа кулăш ăстисем хутшăнаççĕ. Курма килекенсене çĕнĕ программа кĕтет. Паллах, Анатолийпе Надежда Никитинсем сире çĕнĕ юрăсемпе савăнтарĕç.

Трактор тăвакансен культура керменне 5, 8, 12, 15, 20, 23, 26 автобуссемпе; 1, 8, 15, 18 троллейбуссемпе тата маршруткăсемпе çитме пулать. Кермен Эгер бульварĕнчи 36-мĕш çуртра вырнаçнă.

  2014, 06, 02

Анатолийпе Надежда Никитинсем нумаях пулмасть çĕнĕ дисксем кăларчĕç: «Янташ» ушкăнĕн 20 çулхи юбилей концерчĕ» (DVD), «Эп телейлĕ санпа юнашар» (MP3, 3-мĕш альбом), «Туссем, юрлар-ха савăнса» (MP3, 4-мĕш альбом). 3-мĕш альбомра пурĕ 57 юрă, 4-мĕшĕнче — 56. Пĕтĕмĕшле вара çĕр ытла юрă кĕнĕ. Çĕнĕ альбомсемне эсир «Эп телейлĕ санпа юнашар», «Пурнăç юрри», «Пурнăç урапи чӳхенет», «Савăнатăп эс пуртан», «Кĕтрĕм эп сана», «Юрату юрри» тата ытти юрăсене итлеме пултаратăр. Çавăн пекех альбомсенче эсир хăш-пĕр юрăсен караоке варианчĕсене те тупайратăр.

Анатолий Никитин кĕвĕленĕ ытти юрăсен караоке варианчĕсене туянас кăмăл пур пулсан 8-903-359-40-92 телефонпа çыхăнма пулать.

Çĕнĕ дисксене пирĕн лавккара туянма май пур. MP3 дисксен хакĕ 120 тенкĕ, DVD — 150 тенкĕ.

  2014, 02, 23

Пушăн 20-мĕшĕнче Анатолийпе Надежда Никитинсем «Салют» культура керменĕнче «Эпĕ телейлĕ санпа юнашар» ятлă çĕнĕ диск тухнă ятпа питĕ пысăк шоу-концерт ирттереççĕ — пурне те пырса курма йыхравлаççĕ!

Концерт 18 сехет çурăра пуçланĕ. «Янташ» ушкăнсăр пуçне унта ытти чăваш эстрада çăлтăрĕсем те хутшăнĕç.

«Салют» Культура керменĕ Кăнтăр-хĕвеланăç микророайонта Энтузиастсен урамĕ, 36 çурт адреспа вырнаçнă. Унта 19, 20 троллейбуссемпе, 2, 8, 22 автобуссемпе, 37,45, 46, 47, 49, 56, 60, 62, 325, 334 маршрутлă автобуссемпе çитме пулать.

  2013, 12, 18

Декабрĕн 27-мĕшĕнче «Салют» Культура Керменĕнче Анатолийпе Надежда Никитинсем «Çĕнĕ Çул ячĕпе, туссем!» ятлă шоу-концерт ирттереççĕ. Пуçламăшĕ 18 сехет те 30 минутра! Билет хакĕ 250-300 тенкĕ. Туянас тесен «Салют» КК дирекцинче е билет сутакансенчен ыйтмалла. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр!

Программăра анлă сарăлнă юрăсем те çĕннисем те янрĕç. Çавăн пекех шӳтсем, ташăсем тата ытти номерсем пулаççĕ.

Коллективлă заявкăсем те йышăнаççĕ — ушкăнпа пырсан хакĕ, паллах, йӳнĕрех. Шăнкăравласа пĕлмелли телефон: 23-06-19.

  2013, 05, 02

Июнĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Анатолий Никитин композитор хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвĕ — 65 çул тултарнă май юбилей каçĕ пулĕ.

Программа икĕ пайран тăрĕ: пĕрремĕш пайра академиллĕ хайлавсем пулĕç (вĕсенчен пĕри — «Сказания о суварах» симфониллĕ поэма), иккĕмĕш пайра халăхра анлă сарăлнă тата çĕнĕ юрăсем янăрĕç.

Никитин Анатолий Никитич 1948 çулхи çĕртмен 13-мĕшĕнче Вăрнар районне кĕрекен Хирпуç ялĕнче çуралнă. Пултарулăхĕнче çак паллă самантсене асăнма пулать: 1971–1980 çç. вăл Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче баянçă-концертмейстер вырăнĕнче ĕçленĕ, каярах «Çавал» фольклор ансамблĕн пултарулăх ертӳçи пулнă. 1992 çултанпа Никитин — «Салют» культура керменĕ çумĕнчи «Янташ» чăваш юррисен ушкăнĕн хорместерĕ. Пĕлтĕр çак ансамбле йĕркеленĕренпе 20 çул çитнине анлă палăртрĕç. Ансамбль артисчĕсене час-часах республикăри сценăсем çинче те, кӳршĕллĕ тăрăхрисенче те курма пулать.

  2013, 04, 30

Çĕртмен 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă юбилей каçĕ валли Анатолий Никитин композитор çĕнĕ альбомсем кăларма хатĕрленет — унта хальхи вăхăтра кĕвеленĕ юрăсем кĕрĕç. Курмалли ДВД диск та монтажланать, концерт тĕлне вăл та тухмалла.

  2013, 02, 17

Кĕçнерникунпа эрнекун, нарăсăн 14-мĕшпе 15-мĕшĕнче пирĕн концертсем тулли залсемпе иртрĕç. Ним суймасăр калама пултаратпăр — халăх питĕ кăмăллă юлчĕ. Уйрăмах çĕнĕ юрăсем нумай пулни вĕсене хаваслантарчĕ. Никитинсем юрлама тухсан вара халăх вĕсене ура çине тăрса тăвăллă алă çупса тав турĕ. Икĕ концертра та.

Халăх ыйтнипе пушăн 4-мĕшĕнче тепĕр концерт иртĕ — вăл «Ах, çуркунне, çуркунне» ятлă пулĕ.

Пурне те çĕнĕ концерта, Трактор тăвакансен керменне, йыхравлатпăр!!!

  2013, 01, 24

Нарăсăн 14-15-мĕшĕнче «Салют» культура керменĕнче Анатолийпе Надежда Никитинсем Юрату кунне халалласа «Ах, юрату, юрату» пысăк концерт ирттереççĕ!!! Пуçламăшĕ 18 сехет те 30 минутра

Концертра «Янташ» ушкăнпа пĕрле ытти паллă артисемсем те хутшăнаççĕ: Сергей Павлов, Валерий Клементьев, Александр Нефрит, Дипендра Мани тата ыттисем.

Пурне те çак концерта йыхравлатпăр!!!

//тепĕр концерчĕ вара Трактор тăвакансен КК мартăн 4-мĕшĕнче иртĕ!

  2012, 12, 08

Çĕнĕ Çул умĕн Раштавăн (декабрĕн) 19-мĕшĕнче Трактор тăвакансен культура керменĕнче Анатолий Никитин ертсе пыракан «Янташ» ушкăнăн пысăк концерчĕ пулĕ. Ăна «Янташ» ушкăн 20 çул тултарнă ятпа ирттереççĕ. Концертра Анатолий Никитин кĕвĕленĕ юрăсем шăранĕç.

Пуçламăшĕ 18:30!!! Хăвсамăр килĕр, юлташăрсене чĕнĕр!