«Янташ» - А. Никитин композиторăн официаллă сайчĕ
Анатолий Никитин композиторăн тата «Янташ» ушкăнĕн концерчĕсене йĕркелемелли ыйтусемпе çыхăнмалли номер:
8-903-359-40-92
ЧĂВАШЛА   РУССКИЙ

  2018, 05, 28

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин сире пурне те «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерта...

Малалла вула...

  2017, 12, 14

Анатолийпе Надежда Никитинсем «Янташ» ушкӑн йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине паллӑ туса концерта йыхравлаҫҫӗ. «Эпир 25 ҫулта»...

Малалла вула...

«Янташ» на Одноклассниках!
  

Биографи

Никитин Анатолий Никитич 1948 çулхи çĕртмен 13-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Вăрнар районне кĕрекен Хирпуç ялĕнче хресчен çемьинче çуралнă.

Ашшĕ — Афанасьев Никита Афанасьевич, 1914 çулта çуралнă. Амăшĕ — Афанасьева Мария Яковлевна.

1963 çулта Спотарăри сакăр çул вĕренмелли шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн малалли пĕлĕвне ӳстерме Чăваш республикин культпросвет училищин дирижерпа хор уйрăмне кĕнĕ, ăна 1967 çулта пĕтернĕ. 1972 çулта Мускав патшалăх культура институтĕнче вĕренсе «Руководитель оркестра народных инструментов» специальноçе, 1992 çулта Ĕпхӳри ӳнер институтĕнче пĕлӳ илсе «Композитор» специальноçе алла илнĕ.

1971–1980 çç. Никитин А. Н. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче баянçă-концертмейстер вырăнĕнче ĕçленĕ. Каярах «Çавал» фольклор ансамблĕн пултарулăх ертӳçи, республикăн культура училищинче баян класĕн преподавателĕ, Шупашкарти 50-мĕш вăтам шкулĕ çӳмĕнче ача-пăчан «Шевле» эстрадăпа фольклор ансамблĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ.

1992 çултанпа Никитин — «Салют» культура керменĕ çумĕнчи «Янташ» чăваш юррисен ушкăнĕн хорместерĕ. Ансамбль артисчĕсене час-часах республикăри сценăсем çинче те, кӳршĕллĕ тăрăхрисенче те курма пулать. Пушкăртстанпа Тутарстан республикисенче, Чĕмпĕр, Самар, Пенза, Ĕремпур, Тĕмен облаçĕсенче, Мускав, Нефтеюганск, Сургут, Çĕнĕ Уренгой хулисенче «Янташ» юрăçисем яланах кĕтнĕ хăнасем! Хисеп хучĕсемпе дипломсем, тав хучĕсем çакна питĕ лайăх çирĕплетсе параççĕ.

А.Н. Никитин чăвашла тата вырăсла 400 ытла юрă хывнă, «Сказание о чуварах» симфониллĕ поэма хайланă, çавăн пекех 2 сĕрме купăс тата альпа виолончель валли квартет, сĕрме купăс тата виолончельпе фортепиано валли три, Ю. Сементер сăввисемпе романссен ярăмне çырнă. А.Н. Никитин — «Ташă кĕввисем», «Эй тăван, тус-тăван», «Туссем юрлар-ха савăнса» юрă пуххисен авторĕ. «Янташ» ушкăнĕн ертӳçи хайланă «Урхамахсем тăраç тапăртатса», «Тăванлăх юрри», «Тăван яла таврăнсан», «Ах, çуркунне» юрăсем вара «Чăваш Ен» телекомпанин теле- тата радиоэфирĕсене яланах илем кӳреççĕ.

Никитин А. Н. «Салют» культура керменĕн пултаруллă ĕçтешĕсемпе яланах туслă ĕçлет. Ташă ансамблĕсем валли вăл инструменталлă композицисем çырнă, «Родные напевы» вокал ансамблĕ валли чăваш тата вырăс халăх юррисене илемлетсе панă.

1999 çулта Чăваш Республикин Президенчĕ Хушу кăларса А.Н. Никитина нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн тата ӳнере аталантарма пысăк вăй хунăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ» ята панă.

А.Н. Никитин композитор чăваш наци ӳнерне аталантарма самай тăрăшнине шута илсе ăна Раççей Федерацийĕн культура министерствин «Культурăри çитĕнӳсемшĕн» хисеп паллипе наградăланă.

Авланнă. Арăмĕ — Никитина Надежда Ивановна, Шупашкарти 50-мĕш шкулта ĕçлет. Хĕрĕсем — Екатерина тата Светлана.