«Янташ» - А. Никитин композиторăн официаллă сайчĕ
Анатолий Никитин композиторăн тата «Янташ» ушкăнĕн концерчĕсене йĕркелемелли ыйтусемпе çыхăнмалли номер:
8-903-359-40-92
ЧĂВАШЛА   РУССКИЙ

  2018, 05, 28

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин сире пурне те «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерта...

Малалла вула...

  2017, 12, 14

Анатолийпе Надежда Никитинсем «Янташ» ушкӑн йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине паллӑ туса концерта йыхравлаҫҫӗ. «Эпир 25 ҫулта»...

Малалла вула...

«Янташ» на Одноклассниках!
  

«Чăваш эстрадин малашлăхĕ пур, вăл çутă»

Пурнăçан чи пысăк хаклавĕ — ĕç. Ахальтен мар халăхра ĕçне кура — хисепĕ теççĕ. Чăваш тĕнчи çулран çул хитре, янăравлă, шăнкăр-шăнкăр кĕвĕпе тата çепĕç сасăпа пуянланнинче Анатолий Никитин композиторăн, ЧР искусçтвăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Раççей композиторĕсен союзĕн членĕн тупи пьюăк. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, юрă-кĕвĕсĕр çын пурнăçĕ тĕксĕм, пушă. Ятне-сумне Анатолий Никитич пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе тата яланах çамрăксемпе юнашар пулнипе тивĕçнĕ. Халĕ те кун-çулĕнче пухнă ăсне вĕсене пĕр шелсĕр парать, пурнăç çулĕ çине çирĕп тăма пулăшать, çунатланнăскерсене хăй тĕллĕн вĕçеве кăларса ярать...

Илем тĕнчине чун хавалĕпе мĕн ачаран йышăннă Вăрнар районĕнчи Кивĕ Хирпуç ялĕнче кун çути курнă Анатолий Никитин çак кунсенче асам тĕнчисĕр пурăнма пултарайман куракансене хăйне евĕрлĕ кĕтмен парнепе савăнтарчĕ. «Янташ» эстрада ушкăнĕн черетлĕ концертĕнче тĕп юрăçсемпе пĕрле пысăк сцена çине çап-çамрăк хĕрсемпе каччăсене — И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн музыка факультечĕн 2-мĕш курс студенчĕсене, ЧР культура училищинче тата шкулта вĕренекенсене — кăларчĕ. Залра пухăннисем вĕсене еплерех йышăннине чаршав хыçĕнчен вăл хумханса сăнарĕ. Çĕнĕ юрăçсене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăннă хыççăн тик кăштах лăпланчĕ.

Тӳрех каласа хăварам, пĕрисем чăвашлăха упраса хăварар, тăван чĕлхене пĕтме парар мар, йăла-йĕркене ачамăрсене вĕрентер тесе кăкăр çапса çӳренĕ вăхăтра Анатолий Никитичпа унăн мăшăрĕ Надежда Ивановна ырми-канми, тепĕр чух, кунпа çĕре пăтраштарса пулас ăрусен шăпине туптаççĕ. Юлашки çулсенче вĕрентекенсем Шупашкарти 50-мĕш шкулта «Чăваш чĕлхи — кĕвĕре» программăпа ĕçлеççĕ. Тăхтав вăхăтĕнче шкул ачисем пырса: «Пирĕн класа хăçан килетĕр? Çĕнĕ юрă хăçан вĕренетпĕр?! Ку уйăхра конкурса хутшăнатпăр-и?» — тесе ыйтни чăваш юррисем вĕсен кăмăлне кайнине палăртать. Чăваш сăмахне кĕвĕпе çыхăнтарас эксперимент малалла тăсăлать. Çитĕнекен ăру патне çĕнĕрен те çĕнĕ чăваш юррисене çитерес тесе тăрăшать ӳркенмен композитор. Шкул ачисем валли «Чăваш юррисен караоки» компакт-диск хатĕрлет. Унăн пуласлăхĕ вара чиновниксен аллинче. Вĕсем чармасан чăваш çĕршывĕн шкулĕсенче вырăс тата вырăсланнă чăваш ачисем халăх кĕввин асамлăхне чунĕсене хывĕç. Никитинсемшĕн çак ыйту калама çук пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен шăпине тăван халăх пуласлăхĕпе тачă çыхăнтарнă. Кашни утăма пĕрле тĕплĕн шухăшласа, хакласа, виçсе тăваççĕ.

...Чăваш чунлă пулма Анатолий Никитич ашшĕнчен, Никита Афанасьевичран, тĕрлĕ музыка инструменчĕ ăста калама пĕлнĕскертен, вĕренсе юлнă. Тимĕрçĕре тăрăшнă ашшĕ аллине баян е купăс тытсанах пӳрт ăш-чикĕ кĕвĕпе тулнă, алă-ура хăйне хăй хускалма пуçланă, çавăнпах-тăр ялти пĕр туй та, ĕçкĕ-çикĕ те унсăр иртмен. 6 ачаллă çемье ытлă-çитлĕ пурăннă. Паянхи çамрăксемшĕн вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче çынсем выçăллă-тутăллă пурăнни юмах евĕрех. Ашшĕ-амăшĕ юратнă пепкисене тăван килрен туп-тулли сумка пахча çимĕçпе ăсатать, хăйсем çинчен манса ачи-пăчине укçалла аслă пĕлӳ илме май туса парать. 5 çулти Толя хиртен пуçтарса килнĕ крахмалланнă çĕр улмирен амăшĕ, Мария Яковлевна, икерчĕ пĕçерсе панă. Шăпăрланшăн çак апат чи тутлисенчен пĕри пулнă. Çак ĕмĕрлĕхех чунра вырнаçнă саманта вăл халĕ те хумханса аса илет. 1956 çулта Никитинсен çемйи Йĕпреç районĕнчи Спотара поселокне куçса килет. Пулас композитора çĕнĕ шкулта музыка вăрттăнлăхĕсене, уйрăмах нотăна лайăхрах ăнланма Герман Павлович Иванов вĕрентекен пулăшать. Ачин пуласлăхĕ çутă иккенне малтанах курса тăракан ашшĕ ывăлĕн ăсталăхĕ тата та аванрах туптантăр тесе Тольăна баян туянса парать. 8 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине çул тытать арçын ача. Вĕреннĕ вăхăтрах ăна ĕçе илеççĕ, автоклуб ертӳçин тилхепине шанса параççĕ. Вăл çулсенче агитбригадăсем хастар ĕçленĕ, хисепре пулнă. Тусĕсемпе пĕрле яланах çул çӳревре пулнă Анатолий Никитич. Çĕрпӳ, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар, Шупашкар районĕсенче çитмен ял юлман çамрăксен. Чăваш кĕвви-çеммине тата та лайăхрах ăша хывас тĕллевпе аслă пĕлӳ илмеллине ăнланать Анатолий Никитич — Мускава Надежда Крупская ячĕллĕ культура институтне вĕренме кĕрет.

Мĕншĕн тĕплĕн çыратăп-ха эпĕ композиторăн биографийĕнчи хăш-пĕр пулăм çинчен? Паянхи çамрăксене чăн-чăн пĕлӳ çеç чăн-чăн пултарулăх çынни пулма пулăшать. «Çамрăкла вĕренни — чул çинче...» — тесшĕн эпĕ. Паянхи ăру вара ытла та çăмăл пурăнасшăн.

Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче баян каланă вăхăтра та, салтакра та, «Çавал» фольклорпа эстрада ушкăнĕнче музыка ертӳçинче тăрăшнă самантра та хăйне шанса панă ĕçе чунпа пурнăçланă Анатолий Никитич. Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинче вĕрентекенре вăй хунă чухне вара композитор ăсталăхне туптас тесе Ĕпхӳри консерваторие çул тытнă. Кунта вăл тĕрлĕ жанрлă музыка произведенийĕсем çырма пуçланă. Ĕпхӳри «Нарспи» фольклор ушкăнне ĕçе кĕрсе ăна чылай çул ертсе пынă. Аякри мăшăрне аса илсе тунсăхланă вăхăтра «Кăвак çеçпĕл» юрă хайланă вăл. Пушкăрт çĕрĕ çинче «Урхамахсем тăраç тăпăртатса», «Тăван яла таврăнсан» юрăсем çуралнă. Тăван яла халалланă юррăн хăйĕн уйрăм историйĕ: Суук-Чишма ялĕнче кивĕ çула ăсатса Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ сехетсенче кĕрекере çуралнă вăл. Хавхалануллă чунпа кĕвĕ хыççăн кĕвĕ калакан Анатолий Никитин аллинчи баян çĕнĕ çемĕ выляма пуçланă. Кĕвве итленĕ май юрă сăмахĕсем те çуралса пынă. Кĕрекери çынсенчен пĕри пĕр йĕрке, тепри тепĕр йĕрке шыраса тупнă, кăштахран сăвă калăпланнă. Мĕн ирчченех çаврăм хыççăн çаврăм юрласа юрра илемлетнĕ сĕтел хушшинчи халăх. Вăлах Пишпӳлекри «Шурă хурăн» фольклор ушкăнĕ шăрантаракан «Илемлĕ, илемлĕ...» юрра хăйне евĕрлĕ хитрелетсе чăваш халăхĕн чи юратнă юрри тунă. Композитор дипломне алла илнĕ хыççăн Чăваш Ене пуçĕпех таврăнса «Янташ» ушкăн йĕркелесе янă. Унăн ăсталăх лаççинче кам кăна хăйĕн пултарулăхне туптаман-ши? Паян çак юрăçсемпе чăваш халăхĕ мухтанать.

«Пирĕн пуласлăх çамрăксен аллинче. Паянхисем ытларах эстрада енне сулăнаççĕ. Ку пулăм — пурнăç таппи. Чăваш çĕршывĕн шайĕнче çеç юлас марччĕ, тĕнче шайне те хăпарасчă. Пирĕн тĕллев — çамрăксене эстрада çулĕ çине тăратасси, — шухăшлăн сӳтет сăмах çăмхине Анатолий Никитич. — Чăваш эстрадин малашлăхĕ пур, вăл çутă. Мăшăрăм хорпа дирижер уйрăмĕнче ĕçлени те, эпĕ консерватори пĕтерни тепире эстрадăна çăмăллăн кĕме пулăшрĕ. Пĕчĕк ачана утма, калаçма, вĕрентнĕ евĕр «Янташ» хĕрĕсемпе каччисене утăм хыççăн утăм тума хăнăхтартăмăр. Вĕсемпе тулли кăмăлпа ĕçленине хальлĕхе хăйсем те ăнлансах пĕтереймеççĕ пулĕ-ха. Сцена чунпа парăннисене тата тăрăшуллисене çеç йышăнать, халăх асĕнче хăварать. Çакна та çирĕплетем. Юрă вăл хăех тăван ене, атте-аннене, аппа-тетене, туссене, çынсене юратма вĕрентет. Юррăн чăн-чăн пĕлтерĕшĕ — чунсене пĕр тĕвве çыхнинче. Эстрадăна паян мĕншĕн ятлаççĕ? Çамрăк юрăçсем сцена çине тухасшăн талпăнаççĕ, анчах аслисенчен, профессионалсенчен пулăшу ыйтмаççĕ, хăйсем тĕллĕн тапăлтатаççĕ. Çавна пулах юррăн-кĕввĕн мĕн пур вăрттăнлăхне ăнланмаççĕ. Шайĕ пĕчĕк пулнипе хăйсен юррисем те япăххине ăнкараймаççĕ, пĕлӳ, ăсталăх кирлине сисмеççĕ. Эпир çамрăксене яланах хапăл. Килĕр. Пĕр чĕлхе тупса ĕçлĕпĕр».

...Эпĕ те килĕшетĕп Анатолий Никитинпа. Ун самахĕсенче тĕрĕслĕх пурах. Юрăпа кĕвве чунпа туймалла. Чĕрене кĕртмелле. Юррăн хитрелĕхĕ ăна юрланăçемĕн ерипен уçăлса пырать, çын тĕнчине асамлатать. Этеме çут çанталăк пултарулăх пани çеç çителĕксĕр, ăна аталантармалла. Çамрăкăн шалти туйăмĕ илемлĕ те пуян пулсăн унăн алли ирсĕр ĕç тума çĕкленмĕ. Чăвашлăх пуласлăхне упраса хăварма юрă-кĕвĕ те пулăшасса Анатолий Никитин чун-чĕре хавалĕпе ĕненет.

 

Альбина Юрату.

«Çамрăксен хаçачĕ»