«Янташ» - А. Никитин композиторăн официаллă сайчĕ
Анатолий Никитин композиторăн тата «Янташ» ушкăнĕн концерчĕсене йĕркелемелли ыйтусемпе çыхăнмалли номер:
8-903-359-40-92
ЧĂВАШЛА   РУССКИЙ

  2018, 05, 28

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин сире пурне те «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерта...

Малалла вула...

  2017, 12, 14

Анатолийпе Надежда Никитинсем «Янташ» ушкӑн йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине паллӑ туса концерта йыхравлаҫҫӗ. «Эпир 25 ҫулта»...

Малалла вула...

«Янташ» на Одноклассниках!
  

Чăваш юррине чунĕпе парăннă

(А.Н. Никитин композитор тата педагог 60 çул тултарнă май)

Паллă ĕнтĕ, кирек хăш чĕлхере те халăхăн пурнăç опычĕ çеç мар, унăн чунĕ, кăмăлĕ, илемлĕх туйăмĕ палăрать. Апла пулсан пĕр-пĕр чĕлхене вĕреннĕ чух унăн лексикипе грамматикине кăна пуçа хывни çителĕксĕр, çав чĕлхепе калаçакан халăхăн ăс-хакăл культурине — сăвви-юррине, кĕвви-ташшине — чуна хывмалла. Çавăн чух вара ют чĕлхе те çывăх пулать, ăна вĕренесси те кал-кал пырать.

Шăпах çакна асра тытса Шупашкарти 50-мĕш шкул директорĕ Г.И. Петрова 1992 çулта хăйсен шкулне хушма вĕрентӳ педагогĕсем пулса ĕçлеме Надежда Ивановна тата Анатолий Никитич Никитин композиторсене чĕнсе илнĕ. Пĕрремĕш кунран пуçласах вĕсем çанă тавăрса хĕрӳ ĕçе пикенеççĕ. Чи малтанах шкулта учительсен фольклор ушкăнне йĕркелеççĕ. Вĕрентекенсен коллективĕ хула, Мускав районĕн шайĕнче иртекен конкурссемпе фестивальсене хутшăнать, темиçе хутчен те дипломант, призер ятсене тивĕçет. П.Н. Муллин меценат чĕннипе Мускав чăвашĕсемпе чăваш чĕлхи уявĕ ирттерни вара ĕмĕрлĕхе асра юлать.

Пĕтĕм çĕршывĕпех музыка урокĕсене пĕр программăпа вĕрентнĕ тапхăр та пулнă пирĕн шкул историйĕнче. Ача харкамлăхне иккĕмĕш вырăна лартса, пурне те пĕрешкел идеологи хушнă пек, айккинелле пĕр шит те пăрăнма хăймасăр ĕçленĕ вăхăтсем иртсе пыраççĕ ĕнтĕ. Паян кашни ачана тăван халăх культурин традицийĕсен никĕсĕ çинче гражданин туса ӳстерес шухăшсем малти вырăна тухрĕç. Вĕрентӳ планĕнче наципе регион компоненчĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнма кирлине ăна анакансен йышĕ самай ӳсрĕ.

— Ача-пăча юррисем унччен те çырнă-ха эпир, — каласа парать Анатолий Никитич. — Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ ача-пăча музыка шкулĕнче ĕçленĕ чухне те, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче, Шупашкар хулин культура управленийĕнче тăрăшнă чухне те унашкал юрăсем питĕ кирлине чунпа туйнă. Пирвайхи опыта Г. Лебедев композитор ырланăччĕ, малалла ĕçлеме хавхалантарнăччĕ.

Ĕпхӳри патшалăх искусствăсен институтĕнче композитора вĕреннĕ чухне (1987-1992 çулсем) Анатолий Никитин «Сказание о суварах» симфони поэмипе «Уйăхпи» балет хайлать, диплом ĕçĕ вырăнне тăратать, ăнăçлă хӳтĕлет. Курс ĕçĕсем шутĕнче те ача-пăча юррисем сахал мар. Сăввисенчен нумайăшне савнă мăшăрĕ Надежда Ивановна суйласа илет, хăй те çырать, кĕввисен ритмикипе мелодики еплерех пулмалли çинчен ĕçлĕ канашсем парать. Паян кун тĕлне вĕсем иккĕш пĕрле 70 ытла ача-пăча юрри кĕвĕлесе «Юрлар-ха, ташлар-ха, ача-сем», «Наша школьная страна» ятлă аудиокассетăсемпе компакт-дисксем хатĕрлерĕç, халăхра салатрĕç. 50-мĕш шкулта музыка урокĕсенче юратнă педагогсен хайлавĕсене хаваспах вĕренеççĕ. Ачасен «Шевле» тата «Калинка» ансамблĕсем кашни уяврах Никитин юррисене шăрантараççĕ. Тăван çĕршыва, кил-йыша, атте-аннене, тус-юлташа, тантăшсемпе вĕрентекенсене чĕререн юратни тапса тăрать çак хайлавсенче. Çамрăк юрăçсем «Пĕчĕк çеç путене», «Çамрăк хунавсем», «Çеçпĕл кăвайчĕ» конкурссене хутшăнса нумай чухне дипломсемпе таврăнаççĕ.

Сцена çинчи ăнăçу, халăх юратăвĕ тар юхтарса ĕçлемесĕр килменни паллах ĕнтĕ. Кашни кун — тăхтавсем вăхăтĕнче те, уроксем хыççăн та — çамрăк юрăçсем хăйсен вĕрентекенĕсемпе курнăçма тăрăшаççĕ. Вĕсем чăвашла юрласа хăй еккипех пуплевне те якатаççĕ, халăх йăли-йĕркине хисеплеме те хăнăхаççĕ, кăмăл-сипет пуянлăхне те ӳстереççĕ.

Никитинсем «Чăваш чĕлхине юрă-кĕвĕ никĕсĕ çинче вĕрентесси» автор программи те хатĕрленĕ. Вĕсем ăна ачасене патриотла тата гражданла воспитани парас концепцие тĕпе хурса йĕркеленĕ. Ку автор программи тăрăх музыка урокĕсене чăваш чĕлхи, тăван ен культури, физкультура предмечĕсемпе çыхăнтарса вĕрентме меллĕ пулнине халичченхи опыт аван çирĕплетсе пачĕ. Чăваш юрри-кĕвви асăннă предметсене вĕрентмелли хăйне евĕрлĕ уçлăх вырăнĕнче çеç мар, вĕрентӳ хатĕрĕ те. Программăсенчи материал пуçа çирĕпрех вырнаçать. Материал ăса хывăнасси куравпа итлев каналĕсем витĕр кăнттаммăн пулса пымасть, шухăшлавпа асăм механизмĕсене сăнарлă итлевпе курав палăрмаллах çивĕчлетеççĕ.

Ача-пăчапа яш-кĕрĕме юрă-кĕвĕ тĕнчине явăçтарас пултарулăха Анатолий Никитич хăйĕнче çамрăклах асăрханă. Баянист-концертмейстер пулса темиçе коллектива ертсе пынă вăл. Чи малтанах, Епхӳре композитора вĕреннĕ вăхăтра, — Пушкăрт чăвашĕсен «Нарспи» эстрадăпа фольклор ансамбльне. Шупашкара куçса килсен çамрăксенчен «Янташ» эстрада ушкăнĕ йĕркелет. Ку ушкăнта çунат сарнă Р. Журавлева, А. Михайлова, Л. Васильева, Г. Вакку, А. Московский ячĕсене халĕ пĕлмен чăваш çук та пулĕ.

Çапах та шкул ачисене юрра-кĕвве вĕрентнин тĕп тăллевĕ вĕсенчен артистсем тăвасси мар, чи кирли — кашни ачан çут çанталăк панă пултарулăхне уçма пулăшасси, наци культурин никĕсĕ çинче вĕсен гражданла кăмăл-сипет пахалăхĕсене аталантарасси. Çакна 50-мĕш вăтам шкул коллективĕ тёп задачăсенчен пĕри тесе йышăннă.

«Халăх шкулĕ» / 2008 / 3№