«Янташ» - А. Никитин композиторăн официаллă сайчĕ
Анатолий Никитин композиторăн тата «Янташ» ушкăнĕн концерчĕсене йĕркелемелли ыйтусемпе çыхăнмалли номер:
8-903-359-40-92
ЧĂВАШЛА   РУССКИЙ

  2018, 05, 28

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин сире пурне те «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерта...

Малалла вула...

  2017, 12, 14

Анатолийпе Надежда Никитинсем «Янташ» ушкӑн йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине паллӑ туса концерта йыхравлаҫҫӗ. «Эпир 25 ҫулта»...

Малалла вула...

«Янташ» на Одноклассниках!
  

Ĕмĕр тăршшĕпе… юрăпа

«Чăваш çĕршывĕ — çĕр пин юрă çĕршывĕ» тесе ахальтен каламан пуль çав. Чăваш илемлĕ те çĕкленӳллĕ юрăсăр пурăнма пултараймастъ. Чăвашăн чунĕ юрлать. Чунĕ юрланипех вăл ĕмĕрсем тăршшĕпе çĕр пин тарăн шухăшлă та ăс-тăна тыткăнлакан хухĕм юрă ăсталанă, ăсталать те... Пĕр чăнлăха ăнланса илтĕм: чăвашăн чунĕ юрлама пăрахсан вăл çак çĕр çинчен яланлăхах çухалать. Мĕншĕн тесен хăйĕн тăватă кĕтеслĕ тĕнчине вăл юрă-сăвă çинче никĕсленĕ... Юратнă хаçатăн тĕпелне Шупашкарти 50-мĕш шкулта «Чăваш сăмахĕ музыкăра» экспериментла предмета вĕрентекен, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченне Н.И. Никитинăна чĕнтĕмĕр.

— Надежда Ивановна, эсир мăшăрăрпа, паллă комлозиторпа Анатолий Никитинпа ирттернĕ уçă уроксенчен пĕрне чăваш çыравçисемпе тата ăсчахĕсемпе пĕрле хутшăнма мана та тӳр килнĕччĕ. Тĕл пулура хула ачисем чăваш йăли-йĕркине тĕпе хурса тĕрлĕ сценкăсем кăтартрĕç. Вырăс тата вырăсланнă чăваш ачисене шкулта чăваш юрри-кĕввине вĕрентме пĕрре те çăмăл мар-çке...

— Ачасене урокра çĕнĕлĕхпе илĕртме тăрăшатăп. Чăваш тĕррин элеменчĕсемпе усă курса ятарласа тумтир çĕлеттертĕм. Урок ирттернĕ вăхăтра хам çири чăваш тĕрри вăй парса тăнине туятăп. Манра чăваш юнĕ юхнăшăн никам умĕнче те нихçан та вăтанман эпĕ, мухтаннă çеç. Тăван халăхăм ĕçчен, ăслă, маттур, пултаруллă. Çакна ĕнентеретĕп те ачасене урок вăхăтĕнче. Сăмахран, шкул ачисемпе вĕреннĕ пĕр юрра çеç илер-ха. «Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш кĕпи, илемлĕ чăваш кĕпи тăхăнма пĕлсен кăна...» Мĕн тери тарăн шухăшлав ку йĕркесенче. Чăваш хĕрарăмĕ чунĕнчи хитрелĕх туйăмне кĕпе çинче сăнарланă. Кĕпене çĕлеме çеç мар, тăхăнма та пĕлмелле вĕт-ха! Ачасене эпĕ чăваш хĕрĕ-хĕрарăмĕ çеç мар, чăваш арĕ те ĕççи вăхăтĕнче шап-шурă кĕпе-тумтирпе уя тыр вырма, утă çулма тухнине тĕрлĕ тĕслĕхпе каласа паратăп. Малалла пăхар-ха. «Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри, илемлĕ чăваш юрри юрлама пĕлсен кăна...» Кунта эпĕ чăвашсем мĕн авалтан юрлама юратни, кĕвве туйни, ахальтен мар пирĕн çĕршыв «çĕр пин юрă çĕршывĕ» иккенне ăнлантаратăп. «Ташши тата чăвашăн еплерех илемлĕ!» — тетĕп. Хĕрсем ухăнса та аллисене хитрен çеç сулса акăш евĕр çăмăллăн юхаççĕ. Каччисем юнашар тăпăртаттарса мăнаçлăн пуç сулса ташлаççĕ. Чăтаймастăн вĕт! Ура хăех тăпăртатма пикенет. Ку тĕлте тĕнчипе паллă Надежда Павлова балеринăна та аса илетĕп. Чăваш тĕрри тата! Асамлă та тĕрлĕ кукăрăлчăклă тĕрре тĕрлес тесен чăн-чăн математик пулмалла! Кашни çекĕле пир çине пĕрерĕн-пĕрерĕн хурса шутласа ĕçлемелле. Туйăмлă пӳрне вĕçĕсем энергетика шайĕнче пуç мимине аталантараççĕ. Çавна пулах мĕн тĕрлĕ кăткăс тĕрĕ шухăшласа кăларман-ши пирĕн мăн-мăн асаннесемпе кукамайсем. Юрăра сăмах мĕн çинчен пынине ăнлантарнă вăхăтра ачасем шăп-шăпăрт тимлĕн итлесе лараççĕ. Унтан кĕвĕ çине куçатăп. Малтан юрласа, унтан инструментпа выляса кăтартатăп. Урокра ачасен чунĕсене ĕçлеттеретĕп. Чăвашран чăваш çуралнине, эпир çак çĕр çине чăваш пулса килнине ачасен ăсне хыватăп. Хăш шкулта мĕнле-тĕр, пирĕн ачасем чăваш пулма именмеççĕ. Музыка урокĕсене ирттернĕ чух чăваш чĕлхипе культурине, историне ьпти вĕрентекенсене те явăçтаратпăр.

— Хамăр хыççăн ырă йĕр хăварнинчен пахи нимĕн те çук пуль çав.

— Усалли пурнăçра ахаль те нумай. Мĕн пытарасси, хăш-пĕр шкулта классене пĕчĕк ушкăнсене пайласа чăваш чĕлхи вĕрентнине ырламаççĕ. Ман шутпа, хулара çитĕнекен ача пуçне мĕн пĕчĕкрен чăваш чĕлхине, культурине ăса хывни каярахпа пуян çимĕç парать. Эпир Анатолий Никитичпа чăваш музыкине 1-4 классенче вĕрентетпĕр. 4 çул хушшинче 60 яхăн чăваш юррине вĕренеççĕ хула ачисем. Аслă классенче вара чăваш музыкин кружокĕсене çӳреççĕ. Кĕçĕн классенче вĕрентни сая каймасть, кружок ĕçне аван йĕркелеме пулăшать. Пирĕн шкула республикăна курма килекен, кунта пурăнакан паллă çынсем час-часах çитеççĕ. Шкул директорĕ РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Г.И.Петрова хăнасене яланах тарават. Вăл пире шкулта ĕçлеме пĕтĕм услови туса парать. Эпир ун умĕнче çĕре çитиччен пуç таятпăр. Пире тăван шкул пултарулăх лабораторийĕ пекех туйăнать. Галина Ивановна хавхалантарнипе ытларах тăрăшас килет. Хăнасемпе тĕл пулнă чух ачасен ăсталăхĕ тата та уçăлать. Чăваш юрри-кĕввине кĕртсе, йăли-йĕркине тĕпе хурса йĕркеленĕ урок-концерт пурне те кăмăла каять. Аякран килнĕ хăнасем чăвашсен мĕн авалтан упранса юлнă уявĕсемпе — кĕр сăрипе, сур хурипе, çăварнипе, ака туйпа, вăйă картипе, туйпа, салтака ăсатнипе — паллашаççĕ. Мĕн чухлĕ тав сăмахĕ илтмен пуль.

— Надежда Ивановна, тăван халăх культурине ăнланма, юратма сире хăвăра кам вĕрентнĕ-ши?

— Аттепе анне — Иван Михайловичпа Ольга Андреевна. Вĕсем иккĕш те ахаль колхозниксем çеç пулнă, культура шайне илес пулсан вара тепĕр аслă пĕлӳллĕ çынран та ирттернĕ. 61 çул шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне упраса, ачи-пăчи çине сас хăпартмасăр питĕ те сăпайлăн пурăнса ирттерчĕç пурнăçне. Атте 86 çулта куçне хупрĕ, анне вара 93 çул таран пурăнса пире савăнтарчĕ. Ултă ача çуратса ӳстерсе пурнăç çулĕ çине тăратрĕç. Пирĕн ял — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Утаркасси — Сăр шывĕ тăрăхĕнчи чи илемлĕ вырăнта тĕпленнĕ. Çемйипех пулла çӳреттĕмĕр, пулă яшки сĕтел çинчен татăлман. Йĕри-тавра вăрман, улăх-çаран. Çут çанталăкăн мĕн пур ырлăхне курса çитĕннĕ эпир. Кăмпи, çырли, эмел курăкĕ... Аттепе анне чир-чĕртен хăйсене те, пире те халăх мелĕпе сиплетчĕç. Ĕлĕк-авал пирĕн ялти пĕр пуян шучĕ çук вĕлле хурчĕ усранă имĕш. Ял ячĕ те çавăнтанах тетчĕç ватăсем. Çулла пирĕншĕн чи илĕртӳллĕ вăхăт — утăçиччĕ. Утăçи юррисем халь те чунра янăраççĕ. Çава сассипе пĕрле улăх тăрăх чуна тыткăнлакан кĕвĕ вĕçетчĕ. Вирьял юррисем хăйсен тытăмĕпе самаях уйрăлса тăраççĕ. Кĕвĕ çаврăмĕсем вылянса-вылянса пыраççĕ те тăп чарăнаççĕ. Ялпа ял юрри-кĕвви пач расна. Анне юрă кĕввине илтсенех: «Ав, кӳршĕ ял хĕрĕсем утăран таврăнаççĕ», — тетчĕ. Çăварни чупнине курма урама тухаттăмăр аннепе. Тутăрсемпе капăрлатнă лашасем, тĕрлĕ тум тăхăннă каччăсемпе хĕрсем... Хĕлле вара кăмака тăрринче пытанса килтен киле черетленсе çӳрекен улах ларнине сăнаттăм. Купăс сасси пӳрт тулли янăратчĕ.

— Хăвăр пурнăçа мĕншĕн юрăпа çыхăнтарнине питĕ лайăх ăнкартăм халь ...

— Пурнăç вăл хăех майлаштарса йĕркелесе пырать. Шкул хыççăн пилĕк çул тăван шкулта аслă пионервожатăйра вăй хутăм. Ун чухнех ытти ĕçсемпе пĕрле юрă-ташăпа çыхăнтарса вун-вун конкурс йĕркеленĕ. Ялти хĕрарăмсен канашĕ чĕннипе хорпа ĕçлерĕм. Каярах Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине хор дирижерне вĕренме кĕтĕм. Музыка грамотине лайăх тимлерĕм. Унтан Хусанти культура институтне çул тытрăм. Кунта хор енĕпе хама кирлине çителĕклĕ илтĕм. Пуша вăхăтра студентсен хорне çӳреттĕм. Хусанта, Мускавра иртнĕ чылай концерта хутшăнтăм. Диплом илнĕ хыççăн Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине чĕнсе илчĕç. Кунта пулас мăшăрпа Анатолий Никитинпа туслашрăм.

— Чăвашра ăна пĕлмен çын та çук пулĕ. Пĕр енчен пултаруллă мăшăр çумĕнче пурăнма интереслĕ, тепĕр енчен вара — канăçсăр...

— Хама чи телейлĕ хĕрарăм теме пултаратăп. Вăл питĕ шанчăклă, йывăрлăхсенчен хăраман çын. Эпĕ ăна тĕл пулман, юнашар утман тăк, тен, нихăçан та çакăн пек пуян пурнăçпа пурăнса кураймастăмччĕ. Маншăн унăн пултарулăхĕ яланах пĕрремĕш вырăнта. Мăшăрăм канма пĕлмест. Тепĕр чух тул çутăличченех кĕвĕсем ăсталать. Эпĕ ăна вăй, вăхăт çитнĕ таран пулăшса пыма тăрăшатăп. Унпа пĕрле Шулашкарти 50-мĕш шкулта ачасен «Шевле», вĕрентекенсен «Шуçăм» ушкăнĕсене йĕркелерĕмĕр. Ачасем валли чăваш юррисем çырмалла тесе хамăр ума тăллев лартрăмăр. Чăваш йăли-йĕркине упраса хăварас тесе вĕрентекенсемпе пĕрле ĕçлеме пуçларăмăр. Чăваш халăх юррисене ачасем валли илемлетме тытăнтăмăр. Халăх, ачасен вăйă, çулталăк хушшинче ирттерекен уяв юррисене, ташласа юрламалли кĕвĕсене, илемлетнĕ чăваш юррисене тĕпе хурса «Чăваш чĕлхи урокĕсенче усă курмалли юрăсем» автор программи йĕркелерĕмĕр. Ачасем валли «Юрлар-ха, ташлар-ха, ачасем», «Пирĕн шкул тĕнчи» караокепе юрламалли компакт-дисксем хатĕрлерĕмĕр. Эксперимен ăнăçлă иртрĕ. Пирĕн программăна Вĕрентӳ институчĕпе Шупашкар хула вĕрентӳ управленийĕ пысăк хак пачĕç. Ăна Вĕрентӳ министерстви шайĕнче пĕтĕмлетсен, шкул программине кĕртессе шанатпăр. Эпир Анатолийпе пĕр çын пек. Пĕр-пĕрне кашни самантра ăнланса, пулăшса, кирлĕ чух ылмаштарса ĕçлетпĕр. Эпĕ хам та «Салют» культура керменĕ çумĕнче «Тăван кĕвĕсем» ушкăна ертсе пыратăп. «Чăваш юррисен халăх ансамблĕ» ята тивĕçрĕмĕр. Эпир ăс панă ачасенчен чылайăшĕ хăйсен пурнăçне чăваш юрри-кĕввипе çыхăнтарчĕ. Апла пулсан мăн асаттесемпе асаннесен пехилне çĕре ӳкермерĕмĕр. Анатолий те мана хавхалантарсах тăрать. «Сахалтарах калаç, нумайрах ĕçле», — тет.

— Çамрăксене чăвашлăх çулĕпе уттарассишĕн ырми-канми тăрăшатăр. Тăван халăхăмăрăн культурине, йăли-йĕркине, чĕлхине, юрри-кĕввине аталантаракансем пур чух чăвашлăх нихçан та сӳнмĕ, хĕмленсе, вăй илсе çеç пырĕ. Чăваш халăхĕ ĕмĕрсем витĕр малалла та юрăпа утасса шанас килет.

 

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

«Чăваш хĕрарăмĕ», 2008, нарăс, 23-29.