«Янташ» - А. Никитин композиторăн официаллă сайчĕ
Анатолий Никитин композиторăн тата «Янташ» ушкăнĕн концерчĕсене йĕркелемелли ыйтусемпе çыхăнмалли номер:
8-903-359-40-92
ЧĂВАШЛА   РУССКИЙ

  2018, 05, 28

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин сире пурне те «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерта...

Малалла вула...

  2017, 12, 14

Анатолийпе Надежда Никитинсем «Янташ» ушкӑн йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине паллӑ туса концерта йыхравлаҫҫӗ. «Эпир 25 ҫулта»...

Малалла вула...

«Янташ» на Одноклассниках!
  

Никитин юрлаттарать, ура хуçса ташлаттарать...

Пултаруллă композитор çеç мар, ăста купăсçă та вăл — кирек епле кĕвве те тӳрех ярса илет. «Купăс ун пек хитре калакан курман, урасем хăйсемех ташша яраççĕ», — тенине те пĕрре мар илтнĕ. Унăн мăшăрĕ Надежда Ивановна та юрă-кĕвĕ тĕнчинчех пурăнать. «Янташ» шăрантаракан юрра-кĕвве профессионал куçĕпе чи малтан вăл хаклать. Кăнтăрла иккĕшĕ те шкул ачисене юрра-кĕвве туйма вĕрентеççĕ, Шупашкарти 50-мĕш пĕлӳ çуртĕнче «Шевле» фольклор ушкăнне те ертсе пыраççĕ, каç кӳлĕм «Салют» культура керменне пĕрлех васкаççĕ. Анатолий Никитича «Янташ» пикисемпе каччисем, Надежда Ивановнăна «Тăван ен кĕввисем» ансамбле çӳрекенсем кĕтсе тăраççĕ. Паллă композитор асăннă ушкăнсен репертуарне пуянлатма çĕнĕрен çĕнĕ юрăсем кĕвĕлеме те (ачасем валли çырма та), халăхра сарăлнисене аранжировка тума та вăхăт çитерет. Пур çĕре те мĕнле ĕлкĕрет — кăна хăй çеç пĕлет.

«Самант» журнал, 2009