«Янташ» - А. Никитин композиторăн официаллă сайчĕ
Анатолий Никитин композиторăн тата «Янташ» ушкăнĕн концерчĕсене йĕркелемелли ыйтусемпе çыхăнмалли номер:
8-903-359-40-92
ЧĂВАШЛА   РУССКИЙ

  2018, 05, 28

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин сире пурне те «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерта...

Малалла вула...

  2017, 12, 14

Анатолийпе Надежда Никитинсем «Янташ» ушкӑн йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине паллӑ туса концерта йыхравлаҫҫӗ. «Эпир 25 ҫулта»...

Малалла вула...

«Янташ» на Одноклассниках!
  

Пресса

 

Чăваш юррине чунĕпе парăннă («Халăх шкулĕ», 2008)

Паллă ĕнтĕ, кирек хăш чĕлхере те халăхăн пурнăç опычĕ çеç мар, унăн чунĕ, кăмăлĕ, илемлĕх туйăмĕ палăрать. Апла пулсан пĕр-пĕр чĕлхене вĕреннĕ чух унăн лексикипе грамматикине кăна пуçа хывни çителĕксĕр, çав чĕлхепе калаçакан халăхăн ăс-хакăл культурине — сăвви-юррине, кĕвви-ташшине — чуна хывмалла. Çавăн чух вара ют чĕлхе те çывăх пулать, ăна вĕренесси те кал-кал пырать. [...]

«Чăваш эстрадин малашлăхĕ пур, вăл çутă» («Çамрăксен хаçачĕ»)

Пурнăçан чи пысăк хаклавĕ — ĕç. Ахальтен мар халăхра ĕçне кура — хисепĕ теççĕ. Чăваш тĕнчи çулран çул хитре, янăравлă, шăнкăр-шăнкăр кĕвĕпе тата çепĕç сасăпа пуянланнинче Анатолий Никитин композиторăн, ЧР искусçтвăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Раççей композиторĕсен союзĕн членĕн тупи пьюăк. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, юрă-кĕвĕсĕр çын пурнăçĕ тĕксĕм, пушă. Ятне-сумне Анатолий Никитич пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе тата яланах çамрăксемпе юнашар пулнипе тивĕçнĕ. Халĕ те кун-çулĕнче пухнă ăсне вĕсене пĕр шелсĕр парать, пурнăç çулĕ çине çирĕп тăма пулăшать, çунатланнăскерсене хăй тĕллĕн вĕçеве кăларса ярать...[...]

Вĕсен чĕринче тăванлăх тата чăвашлăх туп-тулли («Самант», 2009, 10№)

...Шупашкарта юрăпа ташă ансамблĕнче тăрăшнă май юрăсем çырма тытăннă Анатолий Никитич. Хăй вара яланах ятарлă ушкăн йĕркелесе ярасси пирки ĕмĕтленнĕ. Шухăшне паллă поэта Юрий Сементере те пĕлтернĕ. Вăл та хĕпĕртенĕ: «Ушкăн ятне «Янташ» ят парас. Ку вăл ентеш тенине пĕлтерет», — канаш панă ăна самантрах поэт. [...]

Никитин юрлаттарать, ура хуçса ташлаттарать... («Самант»)

Пултаруллă композитор çеç мар, ăста купăсçă та вăл — кирек епле кĕвве те тӳрех ярса илет. «Купăс ун пек хитре калакан курман, урасем хăйсемех ташша яраççĕ», — тенине те пĕрре мар илтнĕ. Унăн мăшăрĕ Надежда Ивановна та юрă-кĕвĕ тĕнчинчех пурăнать. [...]

Ĕмĕр тăршшĕпе… юрăпа («Чăваш хĕрарăмĕ», 2008, нарăс, 23-29)

«Чăваш çĕршывĕ — çĕр пин юрă çĕршывĕ» тесе ахальтен каламан пуль çав. Чăваш илемлĕ те çĕкленӳллĕ юрăсăр пурăнма пултараймастъ. Чăвашăн чунĕ юрлать. Чунĕ юрланипех вăл ĕмĕрсем тăршшĕпе çĕр пин тарăн шухăшлă та ăс-тăна тыткăнлакан хухĕм юрă ăсталанă, ăсталать те... Пĕр чăнлăха ăнланса илтĕм: чăвашăн чунĕ юрлама пăрахсан вăл çак çĕр çинчен яланлăхах çухалать. Мĕншĕн тесен хăйĕн тăватă кĕтеслĕ тĕнчине вăл юрă-сăвă çинче никĕсленĕ... Юратнă хаçатăн тĕпелне Шупашкарти 50-мĕш шкулта «Чăваш сăмахĕ музыкăра» экспериментла предмета вĕрентекен, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченне Н.И. Никитинăна чĕнтĕмĕр. [...]

Сума суса, пуç тайса («Хыпар», 2010, çу, 27)

Аякри чăваш çĕрĕшĕн тунсăхлакан йăхташăмăрсене Чăваш Енпе çыхăннă кашни хыпар-хăнар кăсăклантарчĕ, вĕсен чĕрисем тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн уйрăмах ыратнине пĕлтĕмĕр. Клубра пухăннă халăх «Янташ» ушкăнăн хĕрĕсемпе каччисене — Наталья Горбуновăна, Оксана Степановăна, Денис Антонова, Анастасия Адяковăна, Александр Арсентьева, Сергей Семенова — тав туса тăвăллăн алă çупрĕç. [...]