«Янташ» - А. Никитин композиторăн официаллă сайчĕ
Анатолий Никитин композиторăн тата «Янташ» ушкăнĕн концерчĕсене йĕркелемелли ыйтусемпе çыхăнмалли номер:
8-903-359-40-92
ЧĂВАШЛА   РУССКИЙ

  2018, 05, 28

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин сире пурне те «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерта...

Малалла вула...

  2017, 12, 14

Анатолийпе Надежда Никитинсем «Янташ» ушкӑн йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине паллӑ туса концерта йыхравлаҫҫӗ. «Эпир 25 ҫулта»...

Малалла вула...

«Янташ» на Одноклассниках!
  

Сума суса, пуç тайса

Республикăра тата унăн тулашĕнче К.В.Иванов юбилейне халалласа тĕрлĕ мероприяти иртет. Вĕсенчен пĕри — поэтăмăра чысласа Чăваш Республикин Культура министерстви Константин Иванов çуралнă яла ятарлă ушкăн яни.

Делегацие Чăваш Республикин искусствăсен тава тивăçлĕ деятелĕ Анатолий Никитин композитор ертсе пычĕ. Вăл йĕркеленĕ «Янташ» эстрада ушкăнĕ, ЧПУ доценчĕ Григорий Вакку тата çак йĕркесен авторĕ Слакпуç ялĕнче поэтăмăра пуç тайса тата сумласа ăшă та асра юлмалăх тĕл пулу ирттерчĕç. Анатолий Никитин кĕвĕленĕ юрăсене «Янташ» ушкăн ытарлă та савăк кăмăлпа шăрантарчĕ. Чун-чĕрере тапса тăракан çамрăклăх тата тăванлăх, юрату, атте-анне çинчен калакан тарăн шухăшлă юрăсем куракансене хавхалантарчĕç, концерт вĕçленсен чылайччен пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçма хистерĕç.

Аякри чăваш çĕрĕшĕн тунсăхлакан йăхташăмăрсене Чăваш Енпе çыхăннă кашни хыпар-хăнар кăсăклантарчĕ, вĕсен чĕрисем тăван чĕлхе пуласлăхĕшĕн уйрăмах ыратнине пĕлтĕмĕр. Клубра пухăннă халăх «Янташ» ушкăнăн хĕрĕсемпе каччисене — Наталья Горбуновăна, Оксана Степановăна, Денис Антонова, Анастасия Адяковăна, Александр Арсентьева, Сергей Семенова — тав туса тăвăллăн алă çупрĕç.

Тĕл пулу хыççăн Слакпуç ялĕн ертӳçипе Олег Анатольевич Беляевпа тата «Урал сасси» хаçат редакторĕпе Юрий Михайловпа чылайччен чуна уçса сăмахларăмăр. 10 çул ытла ял пуласлăхĕшĕн, тасалăхĕшĕн, илемĕшĕн тата чăвашлăхшăн тăрăшакан Олег Анатольевичăн Константин Ивановăн пултарулăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата пурнăçĕпе паллашма аякран килекен чăваш, тутар, пушкăрт ушкăнĕсене пĕрре мар йышăнма тивнĕ. «Пирĕн хуçалăх, паллах, хамăр ентешĕмĕр Константин Иванов ячĕллĕ, Пелепей районĕнче пур енĕпе те малтисен ретĕнче. Тĕпрен илсен ялта 230 хуçалăх, 720 çын пурăнать, вĕсенчен 100 шкул ачи, шкул çулне çитмен ача 30 яхăн, — кăмăлне пытармарĕ вăл. — Çакăншăн эпĕ чи малтан пирĕн ялта кун çути курнă поэтăмăра тав тăватăп. Унăн вилĕмсĕр «Нарспине» пулах пирĕн хуçалăха Чăвашпа Пушкăрт патшалăхĕсем укçа енчен те, культура мероприятийĕсем ирттерес енĕпе те пулăшсах тăраççĕ. Юнашар вырнаçнă ытти ялпа танлаштарсан эпир телейлĕрех те, ăнăçлăрах та. Паянхи Слакпуç — поэтăмăр тивĕçĕпе çĕнелсе ӳснĕскер. Пире патшалăх укçи-тенкипе вăтам пĕлӳ паракан чаплă шкул, çĕнĕ культура керменĕ, поэт ячĕпе уçнă палăклă парк, икĕ музей — пĕри Константин Иванов, тепри Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕскерсем — туса пачĕç.

Чăваш чĕлхине вĕрентекен Римма Мироновна Петрова — Слакпуç ялĕн патриочĕ. Поэзипе иртекен конкурссем, уявсем, пултарулăх каçĕсем, çавăн пекех пулас сăвăçсем те унăн çирĕп аллинче. Тивĕçлĕ канăва тухиччен çак ĕçе мĕн пур чун хавалĕпе ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ Елена Арсентьевна Данилова пурнăçлатчĕ. Вăлах чылай çул К.Иванов ячĕллĕ музей пуласлăхĕшĕн вăй хучĕ. Халĕ ун вырăнне пултаруллă çамрăк Ольга Анатольевна Егорова йышăнчĕ. Вăл хăнасемпе килекенсем валли интереслĕ экскурсисем ирттерет. Эпир малашне те Констăнтин Ивановăн хăватлă ятне тивĕçлĕ шайра тытса пырăпăр. Слакпуç ялĕ малалла аталанасса пĕр иккĕленмесĕр ĕненетĕп».

Чăваш çыннин чунне, иртнĕ ĕмĕрĕн пурнăç тарăнлăхне, чăваш йăли-йĕркине, тăван сăмахăн сапăрлăхне, пуянлăхне, çепĕçлĕхне туйса çырма пултарнă ăста поэтăмăрăн тăван кĕтесĕ нихăçан та чăвашла калаçма пăрахмасса эпĕ те шанатăп. Тĕлĕнмелле илемлĕ сăртлă-туллă тăрăхра, çырма çывăхĕнче вырнаçнă Слакпуç ялĕ хăйĕн ытарайми хитрелĕхĕпе пирĕн чĕресене тыткăнларĕ. Кĕсле ту çинче канăçне тупнă Ухсай Яккăвĕн вил тăпри умĕнче пуç тайнă май эпир ал тупанĕ çинчи пек выртакан Слакпуç ялĕпе хăпартланса та савăнса килентĕмĕр. Сип-симĕс кавирпе витĕннĕ сăртсен айккипе лашасем курăк çисе çӳреççĕ, канма выртнă ĕне кĕтĕвĕ çумĕнче аякалла тинкерсе шухăша путнă кĕтӳçĕ ларать, пахчара çынсем тăрăшсах кĕреçепе чавса çĕр улми лартаççĕ, мунча мăрйисенчен кăн-кăвак тӳпенелле тĕтĕм йăсăрланать, Нарспипе Сетнер тĕл пулнă валакран шăнкăртатса сивĕ те сиплĕ шыв юхать...

«Янташ» ушкăн хĕрĕсем Кĕсле ту çинче тĕрлĕ тĕслĕ чечексемлĕ çăра курăк хушшипе утса та, чупса та юрланă юрăсем ĕмĕрлĕхех видеокамера çине ӳкерĕнчĕç. Кĕнекесенче курнă ку тăрăхăн тĕслĕ сăн ӳкерчĕкĕсем чăнлăх пулса тăчĕç, кăмăла ирĕлтерчĕç, ĕмĕрлĕхех асра юлчĕç.

Альбина ЮРАТУ

«Хыпар», 2010, 106№ (çу, 27)