«Янташ» - А. Никитин композиторăн официаллă сайчĕ
Анатолий Никитин композиторăн тата «Янташ» ушкăнĕн концерчĕсене йĕркелемелли ыйтусемпе çыхăнмалли номер:
8-903-359-40-92
ЧĂВАШЛА   РУССКИЙ

  2018, 05, 28

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин сире пурне те «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерта...

Малалла вула...

  2017, 12, 14

Анатолийпе Надежда Никитинсем «Янташ» ушкӑн йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине паллӑ туса концерта йыхравлаҫҫӗ. «Эпир 25 ҫулта»...

Малалла вула...

«Янташ» на Одноклассниках!
  

Вĕсен чĕринче тăванлăх тата чăвашлăх туп-тулли

«Янташ» ушкăн юррисем хăйне евĕр: шухăша яраççĕ, пурнăç çине урăхларах пăхма хистеççĕ.

— Пытармасăр каласан, пирĕн пĕр пушă вăхăт çук. Репетици çине репетици, унтан — концерт! Эпир республика тулашĕсене те час-часах тухса çӳретпĕр. Пире унта уйрăмах хапăлласа кĕтеççĕ. Концерт хыççăн халăх саланать тетĕр-и? Тепрер юрă итлесчĕ пирĕн теççĕ те, вĕсен кăмăлĕсене хуçма пултараймастпăр. Каллех сцена çине хăпаратпăр... Ĕнтĕ пире çыннисем çеç мар, йытти-кушакĕ те палласа çитрĕ ахăртнех, — кăмăллăн та шӳтлерех паллаштарчĕ хăйсен пурнăçĕпе ушкăн ертӳçи ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ăçченĕ, Анатолий Никитин композитор.

Вăрнар районĕнчи Кивĕ Хирпуç ялĕнче ĕçчен çемьере çут тĕнчене килнĕ Анатолий Никитич. Ашшĕ Никита Афанасьевич ылтăн алăллă çын пулнă. Тимĕрçĕре вăй хунисĕр пуçне кил валли йывăçран тĕлĕнмелле тĕрлĕ илемлĕ япала ăсталанă: ал арманĕ, уйран çӳпçи, сĕтел-пукан, арча, савăт-сапа...

Амăшĕ Мария Яковлевна та лара-тăра пĕлмен. Аллинче кирек мĕнле ĕç те выляса тăнă. Ял халăхĕ ун вăйĕнчен тĕлĕннĕ. Хĕрарăм пуçĕпе ик хул хушшинче пĕрер михĕ тырă хĕстерсе те йăтнă-çке! Вăрçă вăхăтĕнче тракторист пулнă. Техника пăсăлсан никама та йăлăнман, ăна хăех юсанă та каллех хире васканă. Ана сухаланă-и вăл е тырă акнă — кăмăлĕ савăк чух юрă шăрантарнă. Сасси питĕ уçă та янравлă пулнă çав унăн.

Ку енĕпе ашшĕ те сатур пулнă: хăех музыка инструменчĕсем ăсталанă та вĕсемпе чуна пырса тивмелле кĕвĕсем каланă. Пултарулăхне кура çынсем ăна пĕр уявран та хăварман, хăнисене хавас кăмăл парнелесчĕ тесе вăйпах ченнĕ. Ун пек чухне Анатолий ашшĕнчен юлман, ялан пĕрле çӳренĕ. Юратнă çынни хавхаланса та хăпартланса тĕрлĕ инструментпа каланине куç илми пăхса ларнă. Кĕçех хăй те музыка енне туртăнма тытăннă...

...Кӳршĕ ачи пуçтахланнине пула Никитинсен хуçалăхĕнче пушар тухнă. Çакăн хыççăн вĕсен çемйи Йĕпреç районĕнчи Спотара куçса кайнă та баракра пурăнма тытăннă. Ку ялти шкулта Анатолий хăйĕн пултарулăхне тата та анлăрах аталантарнă, музыка урокне ертсе пыракан педагог Герман Павлович Иванов ăна юрă-кĕвĕ вăрттăнлăхĕсемпе кунсеренех паллаштарма тытăннă-çке!

Сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине çул тытнă музыкăна юратакан Анатолий. Хорпа дирижер уйрăмĕнче ăс пухнă вăхăтра, баянпа лайăх каланине кура, районти культура çурчĕн заведующийĕнче ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Çулсем иртнĕ... Ĕнтĕ хастар йĕкĕтĕн тахçанхи ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ — Мускаври Н.К. Крупская ячĕллĕ культура институтне оркестр уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Аслă шкула çӳренисĕр пуçне 3-4 çĕрте вăй хунă, хăйне пурăнмалăх укçа ĕçлесе илнĕ чăваш каччи.

...Шупашкарта юрăпа ташă ансамблĕнче тăрăшнă май юрăсем çырма тытăннă Анатолий Никитич. Хăй вара яланах ятарлă ушкăн йĕркелесе ярасси пирки ĕмĕтленнĕ. Шухăшне паллă поэта Юрий Сементере те пĕлтернĕ. Вăл та хĕпĕртенĕ: «Ушкăн ятне «Янташ» ят парас. Ку вăл ентеш тенине пĕлтерет», — канаш панă ăна самантрах поэт.

«Янташран» чылай юрăç тухнă: Елена Османова, Сергей Павлов, Людмила Семенова, Галина Скворцова...

— Манăн тата пысăкрах ĕмĕтĕм пур. «Янташăн» кĕçĕн ушкăнне те йĕркелесчĕ. Ан тив, мал ĕмĕтлĕ те хастар çамрăксенчен чи-чи харсăррисем пирĕн патăмăрта пултарулăхне туптатчăр, куракан кăмăлне çĕклеме пултарччăр, — тет Анатолий Никитич.

Ах, пултаруллă композитор пĕр самантлăха та пулин ахаль лараймасть çав. Вăл чи çамрăк ăрушăн та хыпса çунать авă. Паянхи кун мăшăрĕпе Надежда Ивановнăпа Шупашкарти 50-мĕш вăтам шкулта фольклор ушкăнĕсене («Шевле», «Калинка») ертсе пыраççĕ. Ача-пăчана халăх сăвви-юррипе, вăййи-куллипе куллен паллаштараççĕ.

...«Янташ» çуралса, çăлтăр пек çиçсе хăй çинчен пурне те пĕлтерчĕ. Вĕсене халĕ Мускавра та, Çĕпĕрте те, Пушкăртра та тата ытти çĕрте те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе паллаштарасса ĕмĕтленеççĕ. «Янташсем» вара куракан кăмăлне яланах тивĕçтерме ăнтăлаççĕ, мĕн-ма тесессĕн вĕсен чĕринче тăванлăх, туслăх тата чăвашлăх туп-тулли...

Элиза ВАЛАНС.

«Самант», 2009, 10№, октябрь.